Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӗр тавар шыравҫи, тӗпчевҫӗ

Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗнче чӑвашсен пӗрремӗш геологӗ, геологи-минералоги наукисен кандидачӗ Иосиф Илларионов ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ.

Вӑл республикӑн геологи тытӑмне, ҫӗр айӗнчи чӗр тавара, инженери-геологие тата гидрогеологие тӗпчес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Шел те, унӑн ӑслӑлӑх статйисене, кӗнекисене тивӗҫлипе тӗпчесе хакламан.

Иосиф 1920 ҫулсенче Мускаври геологи-шырав институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1931-1933 ҫулсенче Чулхулара геологра ӗҫленӗ. Ҫав хушӑра Вӑрмар тата Куславкка районӗсенче акшар чулӗ, доломит, Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ, Ҫӗнӗ Эйпеҫ тӑрӑхӗнче трепел шыраса тупнӑ. Кӑнтӑрти районсене карттӑ ҫине литологи-геологи тӗлӗшӗнчен пӑхса ӳкернӗ. Республикӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче 99-55 миллион ҫул каялла хывӑннӑ ҫӗр сийӗсене палӑртнӑ. Вӗсене тӗпченӗ хыҫҫӑн 1934 ҫулта «Фосфорито-сланцевые месторождения Чувашской Республики» монографи пичетленӗ. 1933–1935 ҫулсенче Шупашкарта промышленноҫӑн ӑслӑлӑх-тӗпчев институтӗнче вӑй хунӑ. Канашри вакунсем тӑвакан завод, Шупашкарти Советсен ҫурчӗн тата шкулсен никӗсне яма тивӗҫлӗ материал пухнӑ. Шупашкарти тата Ивановӑри (халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти) кирпӗч завочӗсем валли тӑм саппасӗ мӗн чухлӗ пуррине палӑртнӑ. Сӑр тӑрӑхӗнчи (Улатӑртан ҫурҫӗр енче), Атӑл леш енчи Сосновка поселокӗ таврашӗнчи строительство тата кӗленче тумалли хӑйӑр, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар районӗсенчи карбонат сийӗсене виҫнӗ. Шупашкарти ача ҫуратмалли ҫурта, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтне ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерме тарӑн шӑтӑк ӑҫта пӑраламаллине кӑтартнӑ, Канашри вакунсем тӑвакан завод саккасӗпе Кӗҫӗн Ҫавал юханшывне гидрогеологи енӗпе тӗпченӗ.

Промышленноҫ институтне пӗтерсен 1935 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтне ӗҫлеме куҫнӑ. 1959 ҫулччен Тамбовпа Воронеж хулисенчи аслӑ шкулсенче вӑй хунӑ. Халӑх хуҫалӑхӗ валли кадрсем вӗрентсе хатӗрлессишӗн 24 ҫул тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн автобиографийӗнче 4 кӗнеке, темиҫе статья кун ҫути кӑтартнине кӑна асӑннӑ. Тӗрӗссипе вара питӗ нумай ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ. 1947 ҫулта «Проблема нефтеностности Приволжской полосы Свияжско-Сурского водораздела» кӗнеке пичетленӗ. Ӑна доктор диссертацине тӗпе хурса ҫырнӑ. Ӑсчах республикӑра нефть тупас шанӑҫ пуррине палӑртнӑ.

Тивӗҫлӗ канура республикӑри хаҫатсенче сахал мар статья кун ҫути кӑтартнӑ. Сӑмахран, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн 1973 ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи номерӗнче «Улӑп кит шӑмми» статйи тухнӑ. Унта автор Чӑваш Енре хӑй тупнӑ кит юлашкийӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче тинӗс тӑнӑ тапхӑртанах упранса юлнӑ. Иосиф Кузьмич 1977 ҫулта вилнӗ. Ӑна тӑван ялӗн масарне пытарнӑ.

Вӑл ҫуралнӑ куна халалласа Шупашкарта ӑслӑлӑх-практика конференцийӗ иртрӗ. Унта геологи, гидрологи, биологи енӗпе хатӗрленӗ докладсемпе паллашрӑмӑр. Ӑсчах вил тӑпри ҫине чӗрӗ чечексем хутӑмӑр.

Федор Карягин,
географи наукисен кандидачӗ
«Хыпар», 2013, ҫу, 7


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-05-09 11:57:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6359 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем